Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ял хуҫалӑхӗ

Ял хуҫалӑхӗ
Ҫалкуҫ: cap.ru
Ҫалкуҫ: cap.ru

Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗ агропромышленноҫ комплексне пулӑшмалли ҫӗнӗ йӗркене ҫирӗплетнӗ. Унччен кашни 6 енпе уйрӑм йӗрке пулнӑ, халӗ вӗсене пӗрлештерсе пӗр пӗтӗмӗшле йӗрке туса хунӑ. Ку федераци саккунӗсемпе килӗшсе тӑрать.

Тӗп улшӑнусем ҫакӑн пек:

• Вӑрлӑх енӗпе: субсидипе халӗ Раҫҫейре ӗрчетнӗ сортсемшӗн кӑна пулӑшаҫҫӗ.

• Ӑратлӑ выльӑх-чӗрлӗх енӗпе: селекцилеме укҫапа пулӑшӗҫ. 2027 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа выльӑхсене ятарлӑ патшалӑх системинче (ФГИС) регистрацилемелле.

• Сӗт туса илессипе: пулӑшу пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑсене кӑна лекӗ. Вӗсен тупӑшӗ ҫулталӑкра 800 миллион тенкӗрен иртмелле мар.

Пӗлме: 2026 ҫулта АПК сферине пулӑшма пӗтӗмӗшле 776,6 млн тенкӗ уйӑрнӑ (федераци хыснинчен – 436,8 млн, республикӑран – 339,8 млн).

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енри аграрисем ҫурхи ӗҫсене хатӗрленеҫҫӗ. Ку ыйтӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗпе иртнӗ планеркӑра сӳтсе явнӑ.

Аграрисем сезона пуш уйӑхӗн иккӗмӗш декадинче пуҫӑнасшӑн, акана вара ака уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче тухасшӑн.

Кӑҫал ял хуҫалӑх культурисене 542,7 гектар ҫинче акма палӑртнӑ. Ҫурри ытла – 281 гектар – тыр-пул. Аграрисене ака ӗҫӗсене ирттерме 3,8 млрд тенкӗ кирлӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин сӑнӳкерчӗкӗ
Чӑваш Енӗн Ял хуҫалӑх министерствин сӑнӳкерчӗкӗ

Шупашкарти сӗт-ҫу завочӗ сӗт йышӑнакан ҫӗнӗ цех уҫнӑ.

Ку завод Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсене илсен, асӑннӑ завод сӗт йышӑнакан хальхи вӑхӑтри комплекс шутланать тесе пӗлтернӗ республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче.

Завод 2024 ҫулта калӑпӑшлӑ реконструкци пуҫарса янӑ. Ҫӗнӗ цеха вара уҫни предприятишӗн пӗлтерешлӗ тепӗр утӑм шутланать. Ҫӗнӗрен вырнаҫтарнӑ икӗ модуль харӑсах икӗ машинаран сет йышӑнайрать.

 

Персона
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Муркаш районӗнчи Владимир Осетров водителе «Чӑваш Республикин ял хуҫалӑхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята панӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ алӑ пуснӑ.

Владимир Аркадиевич 40 ҫул ытла Муркаш районӗнчи кайӑк-кӗшӗк фабрикинче ӗҫлет. 1984 ҫулта вӑл унта слесарь пулса вырнаҫнӑ, кайран водительте тимлеме пуҫланӑ. Халӗ вӑл грузовиксемпе те ҫӳрет, кӑткӑс ял хуҫалӑх техникине те ҫӑмӑллӑнах итлеттерет. Хӑйӗн опычӗпе ҫамрӑк специалистсене те паллаштарать.

 

Республикӑра
 cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Вӑрнарти аш-какай мясокомбинатӗнче продукцие упрамалли хальхи вӑхӑтри склад туса лартнӑ. Унта пӗр харӑс 60 тонна продукци вырнаҫать, ку вӑл унччен пулнинчен 2,5 хут пысӑкрах, саккаса вара 4 сехетре пурнӑҫлама пултараҫҫӗ-мӗн.

Предприятири роботсем, вӗсене унта

Вася теме юратаҫҫӗ, талӑкӗпех ӗҫлеҫҫӗ. Ҫынсем вара комплекса ӗҫлеттерессишӗн яваплӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_26323
 

Экономика
«Ҫыхӑнура» форумра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк
«Ҫыхӑнура» форумра вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗк

Шупашкарта «Пехет» агромаркет ӗҫленине эпир унччен пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл «Каскад» суту-илӳ ҫуртӗнчи аялти хутра вырнаҫнӑ. Унта пулса курнисем каланӑ тӑрӑх, агромаркета кайса ҫӳреме меллӗ мар. Халӑх питех пырса ҫӳременни, тавар туянакан сахалли пирки халӑх тетелӗнче ҫырнине те асӑрхакаланӑччӗ.

Халӑха унта илӗртес тесе пӗлтӗр кӗркунне унта районсемпе министерствӑсен кунӗсене те ирттерсе пӑхрӗҫ – хайхисен вӑхӑтӗнче юрласа-ташласа та кӑтартрӗҫ.

Агромаркетра суту-илӳ тӑвакансене хавхалантарас тесе республикӑн Ял хуҫалӑх министерстви 10 миллион тенкӗ субсиди уйӑрса пама йышӑннӑ, вӑл укҫа усламҫӑсене аренда тӑкакӗн пӗр пайне саплаштарма кайӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
t.me/Chuv_today каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
t.me/Chuv_today каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Етӗрне районӗнчи В.И.Чапаев ячӗллӗ заводра ӑратлӑ юртӑ лаша ӗрчетеҫҫӗ.

Асӑннӑ заводра нумаях пулмасть «Знамя труда» (чӑв. Ӗҫ ялавӗ) хаҫат тишкерӳҫи пулнӑ, унти ӗҫ-пуҫа паллашнӑ.

Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче завод 100 ҫул тултарӗ.

Заводра паян та хӑйсен ӗҫне чунтан юратакансем тӑрӑшаҫҫӗ. Роман Малов Вячеслав Политов, Виктор Чернышов тата ыттисен ӗҫне тивӗҫлипе малалла тӑсать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/Chuv_today/18972
 

Персона
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ
vk.com/gov_cap_ru сӑнӳкерчӗкӗ

Иван Ермолаев выльӑх тухтӑрӗ «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ ветеринари врачӗ» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ. Хушӑва Раҫҫей Президенчӗ раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Иван Егорович Хусанти Н.Э. Бауман ячӗлле ветеринари медицинин институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Выльӑх тухтӑрӗнче 34 ҫул ытла тӑрӑшать, ҫав шутран 20 ҫулне — Вӑрнарти аш-какай комбинатӗнче. Вӑл сысна ҫурисем таса сыва ӳсчӗр тесе тӑрӑшать.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫуркунне Шупашкарта «Ҫӗрулми» курав иртет. Ҫитес ҫул вӑл пуш уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче пулӗ.

Темиҫе ҫул ӗнтӗ курава МТВ-центрта йӗркелеҫҫӗ. Хальхинче те ҫавӑнтах пулӗ. Унта вӑрлӑх ҫӗрулми сутнисӗр пуҫне ял хуҫалӑх техникин куравӗ те пулӗ. А.Г.Лорх ячӗллӗ ҫӗрулмин тӗпчев федераци центрӗ тӗрлӗ сортпа паллаштарӗ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Ксения Викторова Мускавра юристра ӗҫленӗ, халӗ вара Чӑваш Ене таврӑннӑ, Муркашра кайӑк-кӗшӗк усрать.

Ксения Викторова – икӗ ача амӑшӗ, шавлӑ хулара пурӑнса йӑлӑхсан тӑван тӑрӑха таврӑннӑ. Чӑваш Енре вӑл хӑйӗн ӗмӗтне пурнӑҫланӑ. Халӗ Ксения кайӑк-кӗшӗк усрать. Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вӑл соцконтракт алӑ пуснӑ. Патшалӑх панӑ укҫапа ҫамрӑк хӗрарӑм инкубаторсем, кайӑк-кӗшӗк ҫӑмартисем туяннӑ. Халӗ унӑн хуҫалӑхӗнче – ӑратлӑ чӑхсем: бентамкӑсем, брамӑсем, виандотсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-17249389_15365
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 101
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Халӗ хӑвӑра аванрах туятӑр. Уйрӑмах — арҫынсем, анчах ҫине тӑрса ӗҫлеме ан васкӑр. Пысӑк плансем ан тӑвӑр, ахӑртнех, вӗсем пурнӑҫланмӗҫ. Мӗн пуррипе киленӗр. Хӗрарӑмсем халӗ хастар, вӗсен кӑмӑлӗ те аван.

Авӑн, 27

1841
185
Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ.
1890
136
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ.
1921
105
Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ.
1923
103
Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ
1937
89
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ